Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Елчӗк районӗ

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ актер Владимир Тяптушкин каллех кинопроектра ӳкерӗнет. Кун пирки вӑл хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.

Анчах хальлӗхе Владимир мӗнле проекта хутшӑннине каламан, вӑрттӑнлӑхра хӑварнӑ. Сӑнӳкерчӗксене пӑхсан вара Владимир ӗлӗкхи пурнӑҫа сӑнлакан фильмра ӳкерӗннине тавҫӑрма пулать.

Аса илтерер: Владимир Тяптушкин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпара ҫуралса ӳснӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14723
 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри сухана чикӗ леш енне те ӑсатаҫҫӗ. Элита сорта Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк районӗсенчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем ӑсатаҫҫӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 25-29-мӗшӗсенче Беларуҫе 80 тонна севок ӑсатнӑ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вара Беларуҫе, Молдовӑна, Казахстана, Монголие, Болгарие тата Румыние 1,5 пин тонна ӑсатнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Елчӗк округӗнчи пӗр ялта 67 ҫулти хӗрарӑм 85-ри кинемее патакпа хӗненӗ, ҫапла сывлӑхне сиен кӳнӗ. Ку кӑна мар-ха, вӑл ӑна пӑвнӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ.

Ку пӑтӑрмах кӑҫал ҫӗртмен 24-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна суда пӑхса тухма панӑ. Ҫавӑн пекех 67-ри хӗрарӑмран кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа шыраса илесшӗн.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Мускаври Пӗчӗк театр артисчӗ тата актёр Владимир Тяптушкин К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче хӑнара пулнӑ. Вӑл унта виҫҫӗмӗш хут килнӗ. Артистсем ӑна ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ.

«Ҫӗнӗ тата лайӑх спектакльсем лартма, «Ылтӑн маска» ҫӗнсе илме сунатӑп», — тенӗ Владимир Тяптушкин чӑваш артисчӗсене.

Палӑртмалла: вӑл Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ. Ӑна «Склифософский» сериалта ӳкерӗннипе те пӗлеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14544
 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ене ҫӗнӗ 39 автобус ҫитнӗ. Вӗсем авӑнӑн 1-мӗшӗнчен ачасене илсе ҫӳреме пуҫлӗҫ.

Ытларах автобуссене Канаш, Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар округӗсене ярӗҫ. Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Елчӗк округӗсене икшер автобус лекӗ. Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Куславкка, Красноармейски тата ытти округа (пӗтӗмпе 10 округа) пӗрер автобус парӗҫ.

Ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ агротехникумне, Ҫӗмӗрлери политеха, Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти колледжсене те автобус лекӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/minobr21/17171
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Елчӗк округӗнчи Тӑрӑм ялӗнче пурӑнакан Антонина Емельянова 100 ҫул тултарнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл фронта тумтирпе тивӗҫтернӗ фабрикӑра ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ пӗтсен колхозра дояркӑра тӑрӑшнӑ, кайран осеменатор пулнӑ. Кирек ӑҫта ӗҫлесен те вӑл тирпейлӗхӗпе, яваплӑхӗпе палӑрнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15030
 

Пӑтӑрмахсем

Елчӗк районӗнче пурӑнакан 55 ҫулти арҫын питӗ кӗвӗҫ пулнӑ тата ҫынна хӗнеме юратнӑ.

Тӑнлавӗ пасарнӑ арҫын ҫулӗ кайнине пӑхмасӑрах кӗвӗҫме пӑрахман. Пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма вӑл кӳрши ҫумне хушса вӑрҫнӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен хӗрарӑма виҫӗ хутчен хӗненӗ, 5 аяк пӗрчине хуҫнӑ. Ун хыҫҫӑн хӗрарӑм унпа текех пурӑнас темен.

Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче арҫын унччен пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма шыраса 80-ри карчӑк патне кайнӑ. Лешӗ ман патра ҫук тесе калани килӗшмен, ватӑ ҫынна хӗнесе пӗтернӗ, унӑн икӗ карас телефонне, телефона зарядкӑна лартмалли хатӗрсене тата ҫӑра уҫҫине йӑтса тухса кайнӑ.

Кӗҫех арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн виҫӗ статйипе, ҫав шутра ҫын пурлӑхне вӑрланӑшӑн та, суд тӑвӗҫ.

 

Ҫул-йӗр

Паян ирхи 4 сехетре Елчӗк районӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. «Приора» автомобиль ҫул айккине пӑрӑнса кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ.

Машинӑра тӑваттӑн пулнӑ: 22 ҫулти водитель тата 18-23 ҫулсенчи виҫе пассажир. Вӗсене пурне те пульницӑна илсе кайнӑ.

Инкек вӑхӑтӗнче вӗсем пурте хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхӑннӑ пулнӑ.

 

Культура

Хамӑрӑн ентеше Владимир Тяптушкина кӗҫех «Ландыши. Такая нежная любовь» сериалӑн черетлӗ сезонӗнче курӑпӑр. Сериал экран ҫине «Ландыши. Вторая весна» ятпа тухӗ.

Палӑртса хӑварар: Владимир Тяптушкин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпара ҫуралнӑ. Вӑл сериалӑн ҫӗнӗ сезонӗнче Демьян рольне вылять. Сӑмах май, ку кинопроект ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче чи лайӑххисен йышне кӗнӗ.

Сериалӑн ҫӗнӗ сезонӗ экран ҫине ҫитес ҫул тухӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Чӑвашлӑх

Тутарстанри Сиктӗрме ялӗнче иртнӗ «Уява» 20 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.

Аса илтерер: ҫак мероприяти Иван Казанков тӑрӑшнипе тата пулӑшнипе иртет. Вӑл «Звениговский» аш-какай комбиначӗн директорӗ.

Петӗр Хусанкай ҫуралса ӳснӗ яла Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан делегацисем, пултарулӑх коллективӗсем килнӗ. Уявра фестиваль-конкурс, спорт ӑмӑртӑвӗсем, ӑсталӑх класӗсем иртнӗ. Кӑҫал «Раҫҫей чӑваш пики» конкурс та йӗркеленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Елчӗк округӗнчи Виктория Романова тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 80
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 16

1915
111
Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1921
105
Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ.
1995
31
Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть